Вӑхӑт — Талккӑш

 

3521Пулас ҫын сӑмаххинчен паллӑ.Иртни — Пуласси
3522Пулас тенипе пулмасть.Иртни — Пуласси
3523Пулас тиха пӑхӗнчен паллӑ.Иртни — Пуласси
3524Пулас тиханӑн пуҫӗнчен пӑхсанах паллӑ.Иртни — Пуласси
3527Пуласси — ҫамрӑксенче.Иртни — Пуласси
3525Пуласси вӑл хӑех пулать.Иртни — Пуласси
3526Пуласси пулӗ, пулайманни юлӗ.Иртни — Пуласси
3528Пуласси яланах илемлӗ.Иртни — Пуласси
3529Пулассине кам пӗлет?Иртни — Пуласси
3530Пулассине куҫ курӗ теҫҫӗ.Иртни — Пуласси
3531Пулассине мур пӗлет.Иртни — Пуласси
3532Пулассине Пӳлӗх пӗлет, малаллине мур пӗлет.Иртни — Пуласси
3533Пулассине сирме ҫук.Иртни — Пуласси
3534Пулассине Тур пӗлет.Иртни — Пуласси
3535Пулассинчен иртме ҫук.Иртни — Пуласси
3536Пулнӑ — иртнӗ, сӑмах пӗтнӗ.Иртни — Пуласси
3538Пулнӑ — пултӑр, урӑх ан пултӑр.Иртни — Пуласси
3537Пулнӑ пулсан пулнӑ пултӑр, ҫылӑхӗ те ҫурмалла пултӑр.Иртни — Пуласси
3539Пулни пулнипе пӗттӗр, курни курнипе ирттӗр.Иртни — Пуласси
3540Пулни ҫумне пулманни те хутшӑнать.Иртни — Пуласси
3541Пулнине асаттесем курнӑ, хальхине пирӗн курмалла, пулассине ачасем курӗҫ.Иртни — Пуласси
3542Пулса иртнӗ ӗҫе куҫҫульпе тавӑрма ҫук.Иртни — Пуласси
3543Пулса иртни — ҫутӑ, пуласси — тӗттӗм.Иртни — Пуласси
3010Пуш уйӑхӗ пушатать, ҫу уйӑхӗ ҫуратать.Ҫур — Кӗр
3011Пуш уйӑхӗ шывпа, ака уйӑхӗ курӑкпа.Ҫур — Кӗр
2777Пӳрт ҫине хӗҫ тимӗр ҫаптарса пӗр ҫын виҫ ҫул пӑхса ларнӑ.Вӑхӑт — Талккӑш
2909Сайра хутра Сайхулла та йӑнӑшать.Ялан — Хушӑран
3012Сентябрьте пурте пӗр.Ҫур — Кӗр
2886Сӗткен кӗмен ҫӑкана касма ан васка.Хуллен — Хӑвӑрт
3093Сивӗ пуҫтарнӑ, ӑшӑ сӑлатнӑ.Ҫу — Хӗл
2778Сорнӑ сорчӑка каялла ҫоласа илмелле мар.Вӑхӑт — Талккӑш
2779Сывлӑш — асамлӑ хӑват.Вӑхӑт — Талккӑш
2780Сывлӑш пире сывлӑх пек кирлӗ.Вӑхӑт — Талккӑш
2781Сывлӑша сӑмахпа тултараймӑн.Вӑхӑт — Талккӑш
3471Сыхлан, халь шӑши туяпа ҫӳрет тет.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3094Ҫӑва тухсан пурнатпӑр.Ҫу — Хӗл
3472Ҫӑкӑрӗ паянхи, сӑмахӗ авалхи теҫҫӗ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3241Ҫӗр вӑрӑм пулсан та пурпӗр ҫутӑлать.Ҫӗр — Кун
3242Ҫӗр вӑрӑмӑшне ыйхӑсӑр ҫын пӗлет.Ҫӗр — Кун
3243Ҫӗр епле вӑрӑм пулсан та кун килет.Ҫӗр — Кун
3244Ҫӗр иртнине кун та иртӗ.Ҫӗр — Кун
3245Ҫӗр каҫа — ыйӑх, кун каҫа — хуйӑх.Ҫӗр — Кун
3246Ҫӗр каҫасси ӗмӗр ӗмӗрлесси мар.Ҫӗр — Кун
3247Ҫӗр каҫиччен ҫӗр тӗрлӗ.Ҫӗр — Кун
3248Ҫӗр кӗске чух ыйӑх тутлӑ.Ҫӗр — Кун
3249Ҫӗр нумай — ырлӑх нумай, кун нумай — ҫылӑх нумай.Ҫӗр — Кун
3250Ҫӗр тем пек тӗттӗм пулсан та ҫутӑ кун килетех.Ҫӗр — Кун
3251Ҫӗрӗн-кунӗн куккук та авӑтмасть.Ҫӗр — Кун
3252Ҫӗрлехи ӑс ҫӗр тӗрлӗ.Ҫӗр — Кун
3253Ҫӗрлехи ӑс ҫывӑрсан тӑрӑлать.Ҫӗр — Кун